Кармалти библиотека заведующийӗ С. Шашкова Тӗмерти вӑтам шкулти 5- мӗш класра вӗренекенсемпе "Кӑвар чӗреллӗ поэт" таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ

Чӳк уйӑхӗн 16- мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ, классикӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул тултарать.
Кармалти библиотека заведующийӗ С. Шашкова Тӗмерти вӑтам шкулти 5- мӗш класра вӗренекенсемпе "Кӑвар чӗреллӗ поэт" таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Ачасене Ҫеҫпӗл Мишшин биографийӗпе паллаштарнӑ, "Чӑваш ачине", "Чӑваш чӗлхи", 'Чӑваш арӑмне" сӑввисене вуланӑ.
Ачасем Ҫеҫпӗл псевдоним мӗне пӗлтернине, поэт мӗншӗн ҫак ята суйласа илнине, унӑн чун хавалне ӑнланма тӑрӑшнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе литература премийӗ пуррине, культура ҫурчӗсем, палӑк тата мемориал комплексӗ, ял, урам тата пӑрахут кӑвар чӗреллӗ поэт ячӗпе хисепленнине пӗлме питех те кӑсӑклӑ пулчӗ ачасене.
Кармалти библиотекӑра чӑваш поэтне халалланӑ "Пин-пин чӗре" кӗнеке выставки йӗркеленӗ. Чӑваш чӗлхине юратакансем, Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли пӗлмелли, вуламалли нумай унта.